|
Латви (латыш чĕлхи Latvija), — Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă патшалăх.
Кăнтăрта Литвапа, çурçĕр енче Эстонипе, хĕвелтухăç енче Раççейпе, кăнтăр-хĕвелтухăç енче Белорусипе юнашар вырнаçнă.
Латвин çĕр лаптăкĕ – 64 пинĕ яхăн тăваткал çухрăм.
Хулисем
Тĕп хули – Рига (800 пин çын). Ыттисем:
Тĕнчери хутшăнусем
2001 çулхи авăн уйăхĕнче хăйĕн пăхăнманлăхне тӳрлетсен (каялла тавăрсан, çěнсе илсен), Латви Европăри тата тĕнчери патшалăхсен ушкăнĕсене кěме çул тытнă. 2004 çулхи ака уйăхĕнче Латви NАТО (Çурçĕр Атлантика Çĕршывěсен Ушкăнĕ) членĕ, 2004 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнченпе – Европа Пĕрлехлĕхĕн членĕ. Латви ВТО (Тĕнчери Сутă-илӳ Пĕтĕмлĕхĕ) членĕ.
Пайланăвĕ
Латви 4 историллĕ пайран тăрать: Видземе, Курземе, Латгале тата Земгале. Чи çӳллĕ вырăн – Гайзиньш – 311,5 метр.
Халăхĕсем
2,5 миллион çын: 58% латышсем, 29% вырăссем, 4% белоруссем, ыттисем — украинецсем, поляксем, литовецсем, еврейсем.
Çутçанталăкĕ
Климат Латвире вăтам. Çусем ăшă, кĕрхи тата çурхи кунсенче çанталăк япăхах мар, юрлă хĕлсем хăш чух питĕ сивĕ пулаççĕ. Пĕрмаях çумăрлă.
 |
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла.
Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр |
Questions for article:
|